Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш пики 2006

Ку конкурс пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, культура институтӗнче иртнӗ. Вӑл епле иртни ҫинчен Хыпар хаҫатра Валентин Абрамов ҫырса катартнӑ. Вал статьяпа сире паллашма сӗнетпӗр:

«Конкурс хыҫҫӑнхи шухӑшсем»

XXI ӗмӗре кӗтӗмӗр те, этемлӗхшӗн ӑмӑрту пуҫланчӗ тейӗн: хальччен пулман "пневмони", "кайӑк грипӗ", терроризм... Амӑртӑвӗ — пурнӑҫпа вилӗм хушшинче. Этеме пурӑнмах тунӑ-ҫке. "Пурнӑҫ вӑл — вилӗме хирӗҫ тӑни , — тенӗччӗ авалхи пӗр ӑсчах. Ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма, хӑйне йӑпатма, хавхаланма литература, театр, ӳнерӗн тӗрлӗ тӗсӗсене шухӑшласа кӑларнӑ. Тӗрлӗ ӑмӑрту-конкурс та, шоу-концертсем те ҫак ретрех. Анчах пӗрисем этем чапне, хӑватне ҫӗклеҫҫӗ, теприсем вара... Дом-2 , "За стеклом", йӑшӑлтатакан хуртсемпе таракансене ҫӑтни — ку рете тата тӑсма пулать.
Илем вӑрттӑнлӑхне, унӑн тӗлӗнмелле вӑйне этемлӗх авалтанах шырать. Апла илем конкурсӗсем — чи пӗлтерӗшлисем. Патшасемпе хансем /уйрӑмах Тухӑҫра/ хӑйсен йӑхне тӑсма, йӑпанма чи илемлӗ пикесене суйласа илнӗ. Пикесен конкурсӗсем ун чухне рынокра иртнӗ /халӗ те ҫавах, анчах кӑшт цивилизаци сӑнӗллӗ ҫеҫ/. XVI ӗмӗрте Турци Чаплӑ Сулейман султаy тӑрӑшнипе тӗлӗнмелле вӑйлӑ ҫӗршыв пулса тӑрать. Сӑлтавӗ — Роксолана славян хӗрӗнче. Ӑна султан гаремне пасартан илсе килнӗ. Вӑл султанӑн чи илемлӗ, чи ӑслӑ арӑмӗ пулнӑ, патшалӑх ӗҫӗнче упӑшкине пулӑшнӑ.
Хамӑр вӑхӑта таврӑнар. А.П.Чехов ҫынра пурте виҫеллӗ пулмалла тенине пурте ас тӑватпӑр: ӑсӗ те, илемӗ те, шалти туйӑмсем те... Акӑ пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, культура институтӗнче республикӑри "Чӑваш пики" 1-мӗш конкурс иртрӗ. 11 чӑваш пики хӑйӗн ӑсталӑхӗпе куракансемпе сумлӑ жюрие савӑнтарчӗ. Чӑннипех илем хуҫаланчӗ ҫак каҫ сцена ҫинче. Суйлама та ҫӑмӑл пулмарӗ ҫӗнтерӳҫӗсене. Тӗрӗссипе, ҫак кун пур конкурсантка та ҫӗнтерчӗ теме пулать: чӑвашӑн илемлӗ юрри-ташши, сӑвви-сӑмахӗ татти-сыпписӗр янраса савӑнтарчӗ куракана. Илӗртӳллӗ тумӗсемпе тухйисем, чӑваш хуплӑвӗ-шӑрттанӗ, тӗрӗ-эреш наци мӑнаҫлӑхӗ пӗтменнине кӑтартрӗҫ.
Пилӗк номинаципе ӑмӑртрӗҫ хӗрсем: "Хӑна сӑмахӗ", "Ӑсталӑх ӑмӑртӑвӗ", "Наци тумӗ", "Тавҫӑруллисен ӑмӑртӑвӗ", "Наци апачӗ". Жюри членӗсем - ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ М.Н. Краснов тата унти специалист В.В. Афанасьева, ЧППУ профессорӗ Т.Н. Петрова, мода ӑсталӑхӗн вӗрентӳҫи Н.А. Столяров, С.В. Асамат поэтесса вӗсен ӑсталӑхне пур енлӗн хакларӗҫ.
Тӑватӑ сехет ытла пынӑ тупӑшура Епчӗкрен килнӗ Ирина Такина шкул ачи ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗнче Мускавра иртекен "Раҫҫей чӑваш пики" конкурса хутшӑнӗ. "Хӳхӗм пике" номинацире Муркаш тӑрӑхӗнчен килнӗ Екатерина Афанасьева вӗренекенпе Канаш районӗнчи Оксана Краснова шкул ачи мала тухрӗҫ. "Чӗвӗлти пике" вара — Кристина Владимирова /Тӑвай районӗ/. "Ӑс пике" номинацире Муркаш тӑрӑхӗнчен хутшӑнна Ирина Егорова студентка мала тухрӗ. "Куракансен пикине" вара халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса суйларӗ: вӑл — Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Ольга Семкина вӗренекен.
Халӗ кӑштах куҫа курӑннӑ пулӑма та хак пама вӑхӑт. Ырри, лайӑххи куҫ кӗретех: "Чӑваш пики" конкурсӑн тӗллевӗ пурнӑҫланчӗ. Чӑн-чӑн чӑваш тӗнчи, наци кӑмӑлӗ, халӑх ӳнерӗ, авалтан килекен йӑла-йӗркепе апат-ҫимӗҫӗ, ҫи-пуҫӗ, чӗлхи тӗп вырӑнта пулчӗ ӑмӑртура. Хальхи саманара шӑпах ҫакӑ кирлӗ пулӗ. Глобализаци ҫӳлерех асӑннӑ пуянлӑха ним шелсӗр таптать вӗт, темле искусствӑлла, нацисемшӗн ют эрзац-искусство илсе килет. Ӑна эпир телевиденин 1-мӗш каналӗпе кӑтартнӑ "Мисс Россия" кӑларӑмрах куртӑмӑр ӗнтӗ /пуш, 8/. Чӑвашсем те "мисс" суйлаҫҫӗ авӑ /REN TV канал, пуш, 9/. Раҫҫейре /Чӑвашра та/ мӗншӗн "мисс" суйлаҫҫӗ /тен, синьора, мадемуазель, пани/? Европа урапи ҫине ларас ӗмӗтпе пурӑнакан чӑваш пикин тухйине хывса Канар утравӗсенчи пляжра ҫӳремелли тум тӑхӑнмалла-ши вара? Тата ҫине-ҫинех илем эталонне пире Европа курӑмӗпе суйлама сӗнеҫҫӗ: концлагерь хыҫҫӑнхи пек шӑммипе тирӗ юлнӑ тӑсланкӑ, кӑкӑрне верстак станокӗпе хӗстерсе типӗтнӗ евӗр, енчен енне сулланса утакан пике иккен тӗслӗх. Раҫҫейре те, Чӑвашра та кунашкал "миссем" идеал пулмалла мар. "Чӑваш пики" конкурс вара ҫакна ӗнентерчӗ: нимӗнле 180-190 см та, "90-60-90 см" виҫе те чӑн-чӑн чӑваш пикине тӗрӗс суйлама памӗ. Хитрелӗхӗ урӑх ҫӗрте чӑвашшӑн.
Кирек мӗнле конкурсӑн та тӳнтер енӗсем пур. Вӗсене те асӑнса хӑвармаллах /тиркес-вӑрҫас тесе мар, малашне вӗсенчен хӑтӑлас тӗллевпе/.
Пӗрремӗшӗ. Ӑмӑртуҫӑсен географинех илер: ансӑр пек курӑнать вӑл. Канашран виҫӗ пике ҫитнӗ конкурса, Муркашсем икӗ ҫынна янӑ. Аҫта Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Красноармейски, Куславкка, Йӗпреҫ, Етӗрне районӗсен пикисем? Культура пайӗсем хӑйсен илемлӗ пикисене те тупаймаҫҫӗ-и?
Иккӗмӗшӗ. Юрать-ха шкул ачисемпе студенткӑсем пур. Чӑваш пики пулма ӗмӗтленекен пӗр рабочи те, учительница та, сутуҫӑ та, ял ӗҫченӗ те ҫук.
Виҫҫӗмӗшӗ. Ӑҫта чӑваш пайтаҫисем /бизнесменсем/? Мӗншӗн хӑйсен мулне ҫак конкурса хумалла мар? Е ятарлӑ преми сӗнмелле мар-и вӗсен?
Тӑваттӑмӗшӗ. Аслисен кӗҫӗннисене пулӑшмаллах. Анчах темшӗн ӑмӑртура ашшӗ-амӑшесемпе учительсем питӗ йӑрӑ пулчӗҫ: пикесен хӑй тӗллӗнлӗхне пусарсах пычӗҫ. Сцена хыҫӗнче вырӑсла кӑтарту параҫҫӗ, пӗҫернӗ хуплу-кукӑльне жюри аллинчен карт! туртса илсе сумкисене чӑмтараҫҫӗ /ҫиесшӗн каламастап, анчах ӑҫта кунта хисел чикки?/
Пиллӗкмӗшӗ. Килте хатӗрленӗ номинацисенче пикесем пурте маттур пек /юрӑ-ташӑ, апат-ҫимеҫ, ҫи-пуҫ.../. Анчах импровизацилле конкурссенче /сцена ҫинче тӳрех, ним хатӗрленмесӗрех/ хӗрсем ҫухалса кайнисем те пулчӗҫ. Акӑ кӗвентепе витре йӑтса утнӑ чухие те 2-3 пике ҫеҫ илемлӗ, илӗртуллӗ, чӑн чӑваш хӗрӗ пек курӑнчӗ. Ыттисем дискотекӑна васканӑ пек "чупаҫҫӗ". Уйрӑмах ыйту-хурав конкурс пӑшӑрхантарчӗ. Акӑ ӑҫта ӗҫлемелле учительсемпе ашшӗ-амӑшӗн, специалистсен. Пӗлместен пулсан, шӳтлесе ирттерсе ҫухалса ан кай. Пӗр конкурсантка, авӑ, "Нарспи" поэмӑн пуҫламӑш йӗркисене пӗлмерӗ: юрать-ха зал ушкӑнпа пулӑшрӗ мӗскӗне. Тепри тата Ҫеҫпӗл 73-ре вилнӗ тет. Виҫҫӗмӗшӗ чӑвашсен авалхи гимнӗ вырӑнне чутах Республика гимне юрлатчӗ /сӑмахӗсене пӗлет-ши хӑть?/. Мӑчавӑр е Ашмарин, Айхи кам тесен те ҫухалса каяҫҫӗ пикесем. Ксения Собчак, Земфира кам тесен пӗлетчех пулӗ. Шкулсенче чӑваш сӑмахӗпе культурин сехечӗсене кӗскетме хӑтланнин кӑтартӑвӗ те ку. Кирек епле пулсан та, ӗҫӗ пулчӗ. Пысӑк ӗҫ. Тепӗр ҫул тата чаплӑрах, сумлӑрах ирттересчӗ. Лайӑх енӗсене тата вӑйлатасчӗ, ҫитменлӗхсене пӗтересчӗ. Чӑваш наци конгресӗпе Культура министерстви пуҫарнӑ ӗҫ мухтава тивӗҫлӗ. "Наци пуласлӑхӗ — хӗрарӑмра", — тенӗ авалтанах. Унӑн пурнӑҫри пӗлтерӗшӗ капашсӑр пысӑк. Халӑх хӑйӗн илемлӗ пикисене хаклама пӗлсен ҫеҫ сыхланса юлать. Илем вара тӗнчене ҫӑлса хӑварать. Эппин, такӑр ҫул сана, "Чӑваш пики".

Валентин АБРАМОВ, "Чӑваш пики" конкурсӑн жюри ертуҫи, доцент.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-10 00:46:15 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4742 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем